Саккун пуриншĕн те пĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.07.2025, 15:59 Просмотров: 37

Куславкка район прокуратури хулари 53 çулхи арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовнăй ĕçе пăхса тухнă. Ăна Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 119-мĕш статйин 1-мĕш пайĕнче пăхнă преступление тунăшăн (вĕлерессипе хăратнăшăн) айăплаççĕ.

Суд ларăвĕ пынă вăхăтра çакă паллă пулнă: 2024 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче арçын хулара пурăнакан 73 çулхи хĕрарăмпа хăйсен пĕлĕшĕсем патĕнче хăналаннă. Пĕрле эрех ĕçнĕ хыççăн вĕсем вăрçăнса кайнă, судпа айăпланакан ватлăх енне сулăннă хĕрарăма вĕлерессипе хăратнă, мăйĕнчен пăвма пуçланă. Лешĕ питĕ хăраса ÿкнĕ, çитменнине тата усал шухăш тытнă çынна çакăн пек преступленисем тунăшăн маларах судпа айăпланă пулнă.

Айăплă арçын саккуна пăснине, прокуратура кун пирки мĕн шухăшланине шута илсе, ăна 1 çулталăк та 3 уйăхлăха çирĕп режимлă колоние ямалла тунă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники