Хĕрĕ те килмен, укçи те çук

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.08.2025, 15:28 Просмотров: 55

Чăваш Енре пурăнакансем ултавçăсен аллине час-часах лекеççĕ. Кăçал çур çулта çавна пула пирĕн ентешсем укçа сахал мар çухатнă - палламан çынсене 531 миллион тенкĕ куçарса панă.

Йĕрке хуралçисем ултавçăсен чи анлă сарăлнă схемисем пирки каласа кăтартаççĕ. Палламан çынсем ытларах чухне шăнкăравласа хăйсемпе банк ĕçченĕ тесе паллаштараççĕ, укçана «хăрушсăр счет» çине куçарма ыйтаççĕ. Тепĕр схема - инвестицисем хывса тупăш илме, суя сайтсенче тавар туянма сĕнеççĕ.

Шупашкарта пурăнакан пĕр арçын иртнĕ эрнере ултавçăсене 3 миллион тенкĕ ытла куçарса панă. Полицие кун пирки вăл мар, унăн тăванĕсем шăнкăравласа пĕлтернĕ, пулăшу ыйтнă. 50 çулхи арçын патне июнь уйăхĕнчех пĕр хĕр шăнкăравланă пулнă. Ăна укçа ĕçлесе илмелли мел пур тесе ĕнентернĕ. Арçын килĕшнĕ те хăйĕн телефонне лешĕ каланă сарăм ?приложени% вырнаçтарнă. Ямăт укçа ĕçлесе илес тесе вăл 3 миллион та 150 пин тенкĕ инвестици хывнă. Банкран кредит илнĕ. Каярах арçын хăйĕн укçине тавăрас тенĕ, анчах май килмен - счета хупнă.

Тата тепĕр тĕслĕх. Тĕп хулари пĕр арçын ача онлайн-вăйă вылянă чухне амăшĕн картти çинчи укçине куçарса панă. Сахал мар - 230 пин тенкĕ. Амăшĕ дебет тата кредит карттисем çинче укçа çуккине асăрханă та мĕн пулнине тĕпчеме тытăннă. 3-мĕш класри ывăлĕ вăйă вылянă чухне виртуаллă валюта туянма тăнă иккен. Палламан çын унпа мессенджер урлă çыхăннă. Арçын ача вăл каланине итлесе ăна 230 пин тенкĕ куçарса панă. Ача вара вăйă бонусĕмсĕрех тăрса юлнă...

21 çулхи каччă пĕр каçхине килне хĕр чĕнсе илес тенĕ. Пĕлтерĕве вăл Интернетра асăрханă, унта кăтартнă номерпе шăнкăравланă. Телефонпа калаçнă хĕр «пулăшушăн» малтан укçа тÿлемеллине пĕлтернĕ. Каччă паллашу сайтĕнче пĕрремĕш хут пулнине кура унăн страховка укçи те куçарса памалла тесе асăрхаттарнă. Лешĕ пĕтĕмпе 40 пин тенкĕ ытла куçарса панă. Кăштахран унран тата укçа ыйтнă. Тем шанчăклах мар пек туйăннăран, каччă хĕре чĕнсе илес мар тенĕ. Анчах та çапла каласан унран татах та укçа ыйтма, хăйне кăна мар, çывăх çыннисене те тавăрассипе хăратма тытăннă. Хăраса ÿкнĕ çамрăк 200 пин тенкĕ ытла куçарса панă.

Йĕрке хуралçисем çирĕппĕнех асăрхаттараççĕ: харпăр хăй даннăйĕсене ют çынна пĕлтермелле мар, палламан çынсем улталама тăнине туйса илсенех полицие пĕлтермелле, смс тăрăх килнĕ кода та вăрттăнлăхра тытмалла. Ултавçăсем сирĕн укçăра вăрлас тĕллевпе тата темĕнле схемăсем шухăшласа кăларма пултараççĕ - асăрхануллă пулăр!

Добавить комментарий

Последние комментарии

Праздники