Сăввисене вăл халăха халалланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2026, 14:55 Просмотров: 21

59770755555

Мĕн авалтанпах кашни халăхăн хăйĕн паттăрĕ пулнă. Тутарсен те çаплах. Эпĕ каласа парас текен çын çинчен кĕнекесем çыраççĕ, ăна асăнса палăксем лартаççĕ. Сăмахăм Муса Джалиль çинчен пырать.

Вăл - поэт тата журналист, Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче çар корреспонденчĕ пулнă, ирĕклĕхшĕн кĕрешнĕ. Хăйĕн кĕске те çутă ĕмĕрĕнче çак çын тем чухлĕ йывăрлăха тÿссе ирттернĕ.

Тĕрлемесри «Василек» ача садĕнчи пĕчĕк ачасене тĕрĕс калаçма вĕрентекен пунктра февралĕн 15-мĕшĕнче тутар халăх поэчĕ Муса Джалиль (Муса Мустафович Залилов) çуралнăранпа 120 çул çитнĕ ятпа интереслĕ мероприяти иртрĕ. Ф. Кадырова ачасене поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ тата сарăмсăр шăпи çинчен каласа пачĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан чаплă сăвăç фронта тухса кайнă, политрук пулса Волхов тата Ленинград фрончĕсенче çапăçнă, «Отвага» хаçатăн çар корреспонденчĕ шутланнă. 1942 çулхи июньте ăна йывăр амантаççĕ, поэт тыткăна лекет. Унта вăл фашистсене хирĕç вăрттăн кĕрешет, пирĕн салтаксене тыткăнран тарма пулăшать.

1943 çулта «Идел-Урал» легион нацистсене хирĕç пăлхава çĕкленет, унта Муса Джалиль те хутшăнать. Пăлхава путараççĕ, поэта ытти пуçаруçăсемпе пĕрле Берлинри Моабит тĕрмине ăсатаççĕ. 1944 çулхи августăн 25-мĕшĕнче Муса Джалиле тата унпа пĕр шухăшлă çынсене Германин тĕп хулинчи Плетцензей тĕрминче вĕлереççĕ. 1956 çулта Муса Джалиле Совет Союзĕн Геройĕн ятне параççĕ, тепĕр çулталăкран «Моабит тетрачĕ» сăвăсен ярăмĕшĕн вăл Ленинла преми лауреачĕн ятне илме тивĕçлĕ пулать.

Мероприяти пынă вăхăтра тутарсен паллă поэчĕн «Красная ромашка», «Храбрый заяц», «Часы», «Волк» сăввисем янăрарĕç. Шкул çулне çитмен ачасем «Моабит тетрачĕ» кĕнекери ÿкерчĕксемпе интересленсе паллашрĕç.

Паттăр поэт Муса Джалиль - хăюлăхпа чăтăмлăх сăнарĕ, вăл хăйĕн çуралнă çĕршывне чунтан юратнă. Унăн сăввисем халăх асĕнче пурăнаççĕ, ăруран ăрăва куçса пыраççĕ.

Ф. КАДЫРОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники