30 çулти хĕрарăм ултавçăсене 11 миллион тенкĕ куçарса панă. Хăй вăл Пермь тăрăхĕнчен, амăшĕ патне хăнана килнĕ. Хайхискер хăйне улталанине тÿрех ăнланман, амăшĕ çине тăнипе кăна Куславккари полици уйрăмне кайса пулăшу ыйтнă.
Çак хĕрарăм мессенджерта «ФСБ ĕçченĕсемпе» калаçнă, лешсем ăна явап тыттарассипе хăратса пĕтернĕ, укçине «хăрушсăр счет» çине куçарма хушнă. Хĕрарăм вĕсене итлесе 3 миллион тенкĕ куçарнă, тепĕр 8 миллион тенкине вара Перьм хулинчи пĕр скверта палламан çынна тыттарса янă.
Ку ĕç март уйăхĕн варринче пулса иртнĕ. Çавăнтанпа хĕрарăм укçа-тенке тавăрса парасса шанса пурăннă. Чăваш Ене килсен амăшĕ ăна полицие кайма ÿкĕте кĕртнĕ.