Истори пĕлтерĕшлĕ утăм

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.05.2026, 14:55 Просмотров: 19

1926 çулхи майăн 18-мĕшĕнче Чăваш обкомĕн бюро ларăвĕ-нче пирĕн халăхшăн истори пĕлтерĕшлĕ утăм тунă - Николай Ашмарин профессорăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнекине» пичетлесе кăларассине ырланă.

Республика бюджетĕнче укçа-тенкĕ çитмен пулин те власть органĕсем ку ĕçе кая хăварман, Мускаври Тĕп Комитетран укçа ыйтма йышăннă. Çак ларурах Николай Ашмарина тата чăваш шкулне никĕсленĕ Иван Яковлева ĕмĕрлĕх пенси пама та палăртнă. Ашмарин словарĕ 17 томран тăрать, унта 54 пин ытла сăмах кĕнĕ. Ку кĕнеке чăваш чĕлхин пуянлăхне кăна мар, халăхăн йăли-йĕркине, культурине тата ăслăлăхне упраса хăварма пулăшнă. Вăл тĕпчевçĕсемшĕн тата çыравçăсемшĕн чи кирлĕ энциклопеди шутланнă. Тăрăшса пухнă çак материала пичетлесе кăларассишĕн çирĕп утăм тунăранпа кăçал 100 çул çитрĕ.

А. ПЛОТНИКОВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники