Чунпа эп фронтра
Чăваш ачисем те çÿреççĕ
Украинăри вăрçăра.
Ÿкеççĕ, тăраççĕ, переççĕ,
Выртаççĕ вилсен тупăкра.
Тăван çĕршыва пулăшасшăн
Яшсем тăшмана çĕнтерме.
Тивет çавăнпа юн тăкмашкăн,
Темле асапа та тÿсме.
Шанатпăр: Зеленский пушарĕ
Пăрахĕ-ха хурлăх тăкма.
Раççей тĕп тума пултарĕ
Ютран килекен çулăма.
Кăтартĕ-ха ыр телевизор
Вĕр-çĕн Çĕнтерÿ парадне.
Анчах пулас марччĕ-ха килсĕр,
Ярар парнесем çар фронтне.
Чунпа эп... тискер, алхасуллă
Фронтри ентешсем патĕнче.
Иртейччĕр вĕсем тăвăл урлă
Сып-сыввăн атакăсенче.
Килте эпир тăтăш кĕтетпĕр
Яшсем таврăнас кунсене.
Пурне те саватпăр, шеллетпĕр,
Сунатпăр телей кашнине.
Михаил АНДРЕЕВ.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
