Хусантан Вăрнара - таксипе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.09.2026, 13:00 Просмотров: 11

Вăрнар поселокĕнче пурăнакан тăлăх арăм ултавçăсене 10 миллион тенкĕ парса янă.

Çирĕм тăххăрти хĕрарăмăн упăшки ятарлă çар операцийĕнче вилнĕ. Ултавçăсем ăна куншăн патшалăх хушма тÿлевсем парать тесе суйнă та харпăр хăй даннăйĕ-сене ыйтнă. Анчах кайран вĕсене ют çынсем пĕлнĕ тесе хăратма тытăннă. Хăраса ÿкнĕ тăлăх арăм «тĕп банк ĕçченĕсене» 10 миллион тенкĕ ытла парса янă.

Хăйне улталанине кайран хăйех тавçăрса илнĕ, полицие кайнă. Юрать-ха право йĕркине сыхлакансенчен вăхăтра пулăшу ыйтнă. Хусантан Вăрнара тепĕр 1,5 миллион тенке илме таксипе килнĕ икĕ курьера кун хыççăн тытса чарнă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники