Чĕрĕ чечексем хучĕç

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 16.05.2025, 15:23 Просмотров: 74

Куславкка муниципалитет округĕнче майăн 8-мĕшĕнче «Куславкка – «Чĕмсĕр чикĕсене тунă çынсене халалланă мемориал» маршрутпа виççĕмĕш хут авточупу иртрĕ.

Кăçал ку мероприяти умĕнхи çулсенчен анлăрах та пулчĕ, мĕншĕн тесен унта хамăрпа кÿршĕллĕ Вăрмар, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри муниципаллă округсенчен тата Тутарстан Республикинчи Нижние Вязовые поселокран килнĕ хăнасем те хутшăнчĕç.

Автоколонна йăлана кĕнĕ йĕркепе Куславккара Атăл хĕрринче пухăнчĕ те çула тухрĕ. Чупăва хутшăннисем мемориал территорийĕнче совет салтакĕсемпе тыл ĕçченĕсен вилĕмсĕр паттăрлăхне асра тытса ĕмĕр сÿнми çулăм умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники