Салтаксене мунчаласем те кирлĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 23.05.2025, 14:29 Просмотров: 43

5-мĕш колонире хăйсен айăплав срокне ирттерекен хĕрарăмсене тĕрлĕ кружоксене явăçтарнă. Вĕсене кунта усăллă ĕç тума хăнăхтараççĕ.

Отряд начальникĕ, шалти служба майорĕ Ольга Спиридонова, тĕслĕхрен, колонири хĕрарăмсем хушшинче полипропилен çипрен мунчала çыхас тĕлĕшпе мастер-класс ирттернĕ. Занятие çÿрекенсем ку ĕçе интересленсех тытăннă. Хатĕр мунчаласене каярах ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемпе офицерсем валли ярса парассине пĕлсен, хавхалансах ĕçлеме пуçланă. Вĕсем полипропилен çипсемпе, çыхмалли çекĕлсемпе тата хачăсемпе усă курса кĕске вăхăтрах хитре мунчаласем çыхса панă.

«Тĕнчере пулса иртекен пулăмсем паян пире те пырса тивеççĕ. Хамăр çар служащийĕ-сене чĕререн пулăшас тетпĕр. Вĕсем эпир çыхса панă мунчаласемпе савăнсах усă курасса шанса тăратпăр», – тет Ольга Спиридонова.

Палăртас пулать, колонире хăйсен айăплав срокне ирттерекенсем пирĕн çар служащийĕсене вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ, салтаксене кирлĕ япаласене, гуманитари пулăшăвĕн шучĕпе ăсатакан хатĕ-рсене тăтăшах çĕнетсе пыраççĕ.

Т. АВЕРЬЯНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники