Коррупци çинчен пĕлтерĕр

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 23.05.2025, 14:33 Просмотров: 38

Хулари тĕп библиотекăра «Коррупципе çыхлантăр? Шăнкăравлăр!!!» ятпа ятарлă буклет хатĕрлерĕмĕр. Унта «Шанăç телефонĕн» ĕçĕ-хĕлне çутатса патăмăр. Пирĕн сĕнÿсем коррупционерсем çинчен илтсен е пурнăçра вĕсемпе тĕл пулма тÿр килсен тивĕçлĕ органсене пĕлтерме кирлĕ.

Буклетра коррупципе çыхăннă хуть те мĕнле пулăм пирки, çав шутра патшалăх служащийĕсем взятка пама ыйтни, хăратни тата урăхла меслетсемпе право йĕркине пăсни пирки мĕнле майпа тÿрех пĕлтересси çинчен çырса кăтартнă. Пĕлтерÿсене талăкĕпех йышăнаççĕ, вĕсене телефонпа шăнкăравласа, электронлă почтăпа е почта урлă ярса пама пулать. Çавна май сире хăш вăхăтра, ăçта тата кам хăратни е укçа ыйтни çинчен тĕплĕн каласа е çырса кăтартмалла.

Л. ЧЕЛДРИКОВА,

библиотекарь.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники