Республика Пуçлăхĕн «Чăваш Енĕн асра юлмалли çу кунĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн Пăрмасри культура çуртĕнче çак кунсенче «Ман ял – ман юрату» ятпа чаплă уяв – Ял кунĕ иртрĕ. Уява хатĕрленсе, ĕлĕк-авалтан пыракан ырă йăлапа урамра шăчă вырнаçтартăмăр, ăна тĕрлĕ тĕслĕ тутăрсемпе, тĕрленĕ алшăллисемпе илемлетрĕмĕр, Чăваш Республикин ялавне те çĕклерĕмĕр.
Пăрмасри территори пайĕн ертÿçи Ирина Андреева общество пурнăçне хастар хутшăнакансене, ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли маскировка сечĕсем çыхакансене тав çырăвĕсем парса чысларĕ, вĕсем ячĕпе ырă сăмахсем нумай каларĕ. Илемлĕ пултарулăха хутшăнакансем вара концерт кăтартса пачĕç. Çитĕннĕ çынсем те, ачасем те кире пуканĕ йăтассипе хăйсен вăй-халне тĕрĕслесе пăхрĕç.
Уяв питĕ чаплă иртрĕ, ял халăхĕ хаваслă юрăсем итлесе, ташăсем ташласа савăнчĕ, кăмăла çĕклекен дискотека та пулчĕ.
В. ХРИСТОФОРОВА.
Июнь 2025 |