Чăваш çырулăхĕн аталанăвĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 11.06.2025, 14:31 Просмотров: 84

Чăваш кĕнекин пĕрлехи кунне уявласа, Куславкка тăрăхĕнчи тĕп библиотекăра ĕçлекенсем «Чăваш кĕнекин кунĕ» ятпа интереслĕ мероприяти ирттерчĕç. Унта хулари комплекслă центр çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли «Фортуна» лагере çÿрекенсем хутшăнчĕç.

Ачасем Чăваш Енре 2021 çултан пуçласа чăваш кĕнекин кунне ирттерни, ку уява 1979 çулта Санкт-Петербургра чăваш чĕлхин пĕрремĕш грамматикине «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» ятпа пичетленине халалланине пĕлчĕç. Унăн авторĕ – Ермей Рожанский. Чăваш кĕнекин çак уявне ирттерме Чăваш Республикин Наци библиотеки сĕннĕ, унăн сĕнĕвне Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕ те, Чăваш кĕнеке издательстви те, Чăваш Енри профессилле писательсен союзĕ те ырласа йышăннă.

Уява пынисем библиотека сотрудникĕсем каласа панинчен чăваш халăхне çутта кăларас тĕлĕшпе И. Я. Яковлевччен чылай малтан Чулхулари епархире тăрăшнă Ермей Рожанский ĕçленине пĕлме пултарчĕç. Шăпах ĕнтĕ вăл 1788 çулта пуçласа «Краткий катехизис» кĕнекене чăвашла куçарнă. Кунсăр пуçне тата унăн «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» кăларăмне те асăнмалла. Ку вăл чăвашсен çырулăхне тата чĕлхине аталантарас енĕпе тунă питĕ пысăк ĕç тата Чулхулари, Хусанти тата Оренбургри епархисен тĕне вĕрентекен училищисемпе семинарийĕсенче ăс пухакан чăвашсемпе вырăссем валли хатĕрленĕ пĕртен пĕр вĕрентÿ пособийĕ шутланать.

Библиотекарьсем çавăн пекех Ермей Рожанский чăваш халăхĕ, унăн йăли-йĕрки, поэзийĕ çинчен каласа пама тăрăшнине те палăртса хăварчĕç. Çакă вара чăваш халăхĕпе малашне ытларах интересленме хавхалантарнă, чăваш литературипе чĕлхине аталантарма пулăшнă.

Меропприятине пынисем юлашкинчен «150 лет новой чувашской письменности» документлă фильмри пĕр кăларăма курса тĕлĕнчĕç. Çапла майпа вĕсем чăваш çырулăхĕ чăвашсен пĕрремĕш букварĕ пичетленсе тухичченех аталаннине, çулсем иртнĕçемĕн вăл темиçе хутчен те улшăнса пынине пĕлме пултарчĕç.

Е. ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники