Оперативлă даннăйсем тăрăх, Куславкка округĕн территорийĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 10 451 гектар е иртнĕ çулхинчен 4 процент ытларах акса хăварнă. Çавна май çурхи пăрçа йышши культурăсем 7050 гектар йышăннă, 2024 çулта вĕсене 6121 гектар лаптăкра туса илнĕ пулнă. Кĕрхи культурăсен пусси 3400 гектар шутланать, çав шутра 3331 гектар лаптăкра (пĕлтĕрхинчен 13,5 процент ытларах) çурхи тулă çитĕнет, сĕлĕ – 527, урпа – 2446, пăрçа – 496, ясмăк – 241.
Тулă пуринчен те ытларах акса хăварнă хуçалăхсенчен И. Семенов хресчен (фермер) хуçалăхне (1032 гектар), Г. Сорокин хуçалăхне (890), «Родина» СХПКна (639), «Средний Аниш» ОООна (326 гектар) асăнса хăвармалла. Г. Сорокин хуçалăхĕнче çавăн пекех урпа 700 лаптăк йышăнать, ООО «Авангард» ăна 551 гектар акнă, «Родина» СХПК – 469, «Куснар Агрофирма» АО – 163, А. Родионовпа Е. Васильева хресчен (фермер) хуçалăхĕсем – 100 - шер гектар.
Округра кăçал çĕрулми пурĕ 420 гектар лаптăкра лартса хăварнă, пĕлтĕр вăл 416 гектар пулнă. «Иккĕмĕш çăкăра» пирĕн округра пуринчен те ытларах туса илекенсем – И. Семенов (150 гектар), А. Кудяков (60), Г. Сухалов (35), М. Иванова (30), Н. Варягин (30), Ю. Мясников (28) хресчен (фермер) хуçалăхĕсем.
Пахчаçимĕç лаптăкĕ округра пурĕ 170 гектар йышăнать е иртнĕ çулхинчен 21 процент ытларах (140 пулнă). Кăçал купăста 140 гектар лартнă (И. Семенов фермер хуçалăхĕнче çеç çак культура 134 гектар йышăнать), хăяр – 18, кишĕрпе хĕрлĕ кăшман – 2-шер гектар. Г. Архиповпа Г. Сухалов пуссисенче купăста 15 тата 13 гектар лаптăкра лартса хăварнă.
М. КВАСКОВА,
округ администрацийĕн ялхуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ.
Июнь 2025 |