Июнĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен историйĕнче пуçласа «Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи» Пĕтĕм Раççейри ăсталăх конкурсĕн регионти тапхăрĕ («Чи лайăх агроном» ятпа) иртрĕ. Палăртма кăмăллă, ял ĕçченĕсен професси тупăшăвне хамăр округра кăна мар, республикăра та паллă Иван Васильевич Семеновăн хресчен ?фермер% хуçалăхĕнче йĕркелерĕç.
Унта ĕçлекенсем хăнасене – конкурс йĕркелÿçисене, çĕр ĕçченĕсене – тараватлă кĕтсе илчĕç. Мероприятие муниципалитет пуçлăхĕ Алексей Людков, республикăри ялхуçалăх министрĕн заместителĕ Ленар Балтаев, ялхуçалăх ветеранĕ Василий Семенов, «Россельхозцентр» ФГБУн Чăваш Енри филиалĕн ÿсентăрансене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи Татьяна Пыркина хутшăнчĕç.
Агрономсем теорие аван пĕлнине, хăйсен пĕлĕвĕпе кулленхи ĕçре пĕлсе усă курнине кăтартса пачĕç. Мĕнпур тапхăра пĕтĕмлетнĕ хыççăн çак конкурсра Красноармейски округĕнчи «Таябинка» агрофирмăра ĕçлекен Елена Николаева çĕнтерни паллă пулчĕ. Вăл çывăх вăхăтра професси ăстисен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче Чăваш Республикин чысне хÿтĕлĕ.
Иккĕмĕш вырăнта – Куславкка округĕнчи «Куснар» агрофирма» хупă йышши акционер обществин агрономĕ Инна Егорова. Инна Юрьевнăна çитĕнÿпе ăшшăн саламлатпăр, Куславкка тăрăхĕнчи уй-хирсемпе сад пахчисенче тĕрлĕ çимĕç ăнса пуласса, кĕрхи тупăш савăнăç кÿрессе шаннине пĕлтеретпĕр.
О. МИХАЙЛОВА.
Июнь 2025 |