Ылтăн медале тивĕçрĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 04.07.2025, 15:50 Просмотров: 46

tQAA17fWmxyViH3hcag2eapzqgerKBchsG4QH81RNvCQGtJXYitXt8FrZLzP hNc92 PvtjI2Vj8XAtv o0wFWUg

Кăçал Куславкка округĕнчи вăтам шкулсемпе сывпуллашнă 57 çамрăк хушшинче 18 хĕрпе каччă ылтăн медаль илме тивĕçлĕ пулчĕ. Вĕсенчен пĕри - Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă Елизавета Корнишкина.

Елизавета муниципалитетри, республикăри тата Пĕтĕм Раççейри конкурссемпе олимпиадăсене тăтăшах хутшăнатчĕ, çитменнине тата вĕсенче призлă вырăнсем йышăнатчĕ, ытларах чухне вара çĕнтеретчĕ. Вăл тантăшĕсенчен питĕ нумай вулама юратнипе тата хăй умне лартнă тĕллеве хуть те мĕнле пулсан та пурнăçлама тăрăшнипе, тимлĕхпе, ĕçченлĕхпе уйрăлса тăратчĕ. Елизавета тăван шкул пурнăçĕнче питĕ хастарччĕ, волонтерсен ĕçне те, çамрăк армеецсен юхăмне те хаваспах хутшăнатчĕ. Çавна кура шкулта нумайăшĕ унран ырă тĕслĕх илетчĕ.

2023 çулта Елизавета Корнишкина пултарулăхĕпе уйрăмах палăрнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ятарлă стипендине илме тивĕçлĕ пулчĕ. Елчĕк шкулĕпе сывпуллашнисем хушшинче çавăн пек пултаруллă çамрăксем пурри пире савăнтарать, малашне тата та лайăхрах ĕçлеме хавхалантарать.

Эпир Елизавета Корнишкинăпа мухтанатпăр, вăл малашне те пысăк çитĕнусем тăвасса шанатпăр.

Н. НИКОЛАЕВА.

Ÿкерчĕк çинче: Куславкка округĕн пуçлăхĕ А. Людков, Е. Корнишкина, Чăваш Республикин Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи – тĕп çурт-йĕр инспекторĕ В. Кочетков.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники