«Культура» ятпа пурнăçланакан наци проекчĕ-пе килĕшÿллĕн пирĕн округа нумай функциллĕ куçса çÿрекен ятарлă центр уйăрса пани çинчен хаçатра пĕрре çеç мар çырнăччĕ. Районти Культура çуртĕнче ĕçлекенсем унпа час-часах инçетри ялсене тухса çуреççĕ, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ.
Июлĕн1-мĕшĕнче культура ĕçченĕсем Энтри Пасар территори пайĕнче, тĕрĕсрех, Шутнер ялĕнче пулчĕç, чаплă концерт кăтартрĕç. Çав кун Энтри Пасарти библиотекăра тăрăшакан О. Павлова «Çу кунĕсем - вуламалли вăхăт» ятпа кĕнекесен выставкине хатĕрлерĕ. Ачасем те, концерта пынисем те унта тăратнă çĕнĕ кăларăмсемпе хаваспах паллашрĕç.
О. Павлова библиотекарь çамрăк вулакансемпе «Юратнă кĕнекесен страницисем тăрăх» ятпа ятарлă викторина та ирттерчĕ. Ачасем ыйтусем çине çăмăллăнах хуравларĕç, çавна май хăйсем нумай вулама юратнине кăтартса пачĕç.
Л. ШИКАРЕВА.
Июль 2025 |