Юратупа шанчăклăхшăн

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 04.07.2025, 15:54 Просмотров: 54

Июлĕн 8-мĕшĕ - Муромри Петрпа Феврония çветтуйсене асăнса çуралнă уяв - Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ. Мĕн авалтан чиркÿ çветтуйсене асăнакан çак кун ĕмĕрсем иртнĕçемĕн пирĕн çĕршывра официаллă уяв пулса тăнă.

Петрпа Феврония Муромскийсен юрату историне пурте тенĕ пекех аван пĕлеççĕ. Ун çинчен 16-мĕш ĕмĕрти паллă автор Ермолай Еразм «Повесть о Петре и Февронии» кĕнекере каласа панă. Ун тăрăх, 12-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче - 13-мĕшĕн пуçламăшĕнче иккĕшĕ те Муромра пурăннă.

Православи чиркĕвĕ вĕсене асăнакан кун - июлĕн 8-мĕшĕ. Вĕсем шăпах çав кун вилнĕ тесе шутлаççĕ. Петрпа Феврониян çĕрмен ÿчĕсем паян Муром хулинче хĕрарăмсен Свято-Троицк мăнастирĕнче упранаççĕ.

Çемье тата юратупа шанчăклăх кунĕ умĕн пирĕн республикăра 50 çултан кая мар пĕрле пурăнакан мăшăрсене чысласси йăлана кĕнĕ. Кăçал 7 çемьене савăнăçлă лару-тăрура «Юратупа шанчăклăхшăн» орден парĕç. Вĕсен йышĕнче Куславкка муниципаллă округра пĕр-пĕ- ринпе нумай çулранпа килĕштерсе пурăнакан Евграфипе Людмила Ивановсем те пур.

Çавăн пекех 5 ача çуратнă икĕ хĕрарăма амăшĕн мухтавĕн «Анне» паллине пама йышăннă. Çак чыса Куславкка тăрăхĕнчи Екатерина Шигильчевăпа Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Эльвира Платонова тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники