Çулçÿрев кăмăла çĕклет

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 04.07.2025, 15:58 Просмотров: 43

Иртнĕ эрнере Куславккари Николай Лобачевскин Музей-çуртĕнче Шупашкарти ватăсем пулса курнă. Вăл тĕнчипе паллă вырăс математикĕ 1848-1856 çулсенче пурăннă çуртра вырнаçнă. 1994 çулта унта музей уçнă.

Республикăн тĕп хулинче пурăнакан хастар пенсионерсем Шупашкарти комплекслă центрта пурнăçлакан «Социаллă туризм» проект май панипе тĕрлĕ çĕре тухса çÿреççĕ. Нумай пулмасть вĕсем Йошкар-Олара пулнă, ун умĕн Хусана çитсе килнĕ.

Николай Лобачевский паллă математик пурăннă çуртпа та вĕсем кăсăкланса паллашнă. Вăл паян федераци пĕлтерĕшлĕ культура эткерлĕхĕн объекчĕ тата истори палăкĕ шутланать. «Пирĕншĕн çак çулçÿревсем питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăçта та пулин кайса килсен, эпир хавхаланатпăр, кăмăл-туйăм уçăлать», – палăртса хăварнă 78 çулхи Геннадий Краснов.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники