Сывлăх – чи пысăк пуянлăх

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 04.07.2025, 16:01 Просмотров: 50

Çыннăн чи хаклă тупри – сывлăх. Ăна мĕн пĕчĕкрен упрама, тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланма, сипленме пулăшакансем – медицина ĕçченĕсем.

Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе республикăри 14 округра пĕр вăхăтра «Сывлăха çирĕплететпĕр» пысăк пĕлтерĕшлĕ проект вăя кĕчĕ. Июнĕн 28-мĕшĕнче, çĕнĕ проекта пурнăçлама тытăннăранпа виççĕмĕш кун, Куславкка округĕнчи Кармăш ялĕнче пурăнакансем пирĕн туслă командăна хаваспа кĕтсе илчĕç, «Сывлăх пунктне» çул тытрĕç.

Хăйсен сывлăхĕпе интересленекенсем çав кун артерири, куç ăшĕнчи юн пусăмне тĕрĕслеттерчĕç, миçе килограмм виçнине тата çÿллĕшне пĕлме пултарчĕç, организмри сахăрпа холестерин шайне, ВИЧ чирĕ пуррипе çуккине пĕлме анализсем пачĕç, электрокардиограмма тутарчĕç, тухтăрсем вĕсене çавăн пекех сывлăхлă пурнăç йĕркине тытса пырас, тĕрĕс апатланас тĕлĕшпе усăллă сĕнÿсем пачĕç, хĕрарăмсем тата гинеколог патĕнче те пулчĕç. Пациентсен сывлăхне кунсăр пуçне ÿт-тир чирĕсен тухтăрĕпе терапевт та тĕрĕслерĕç. Хăшĕ-пĕрисене диагноза тĕрĕс палăртмашкăн больницăна пыма хушрĕç.

Палăртма кăмăллă, çав кун Кармăш тăрăхĕнчи 108 çын хăйĕн сывлăхне тÿлевсĕр тĕрĕслеттерме пултарчĕ. Аса илтеретпĕр, тухтăрсем çу уйăхĕ-сенче чылай яла çитсе килме палăртаççĕ.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники