Техника çĕнелсе пырать

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 04.07.2025, 16:01 Просмотров: 48

Кăçал пирĕн республикăра, çав шутра Куславкка округĕнче те, ялхуçалăхĕнче усă куракан çĕнĕ йышши техникăпа ытларах интересленни сисĕнет.

Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче регион Пуçлăхĕ Олег Николаев çапла палăртнă: «Отрасле хăватлă техникăпа тивĕçтерес тĕлĕшпе пысăк утăм турăмăр, 2020 çулта акакан 100 гектар пуçне 111 лаша вăйĕ тивнĕ-тĕк, пĕлтĕр – 164. Çак тăватă çулта республикăра 4 пин ытла единица ялхуçалăх техники, пĕтĕмпе 11 миллиард тенкĕлĕх туяннă. Çавна май эпир ытти регионсем хушшинче тивĕçлĕ шайра тăма пултаратпăр. Чи кирли – çутçанталăк улшăнса тăнине пăхмасăр тĕрлĕ ĕçе вăхăтра пурнăçлама май пурри».

Каларăм ĕнтĕ, хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтерекен ялхуçалăх машинисемпе тĕрлĕ техника шучĕ пирĕн округра та çулран çул ÿссе пырать. Патшалăх сĕнекен пулăшусемпе усă курса, вĕсене çăмăллăхлă условисемпе – лизингпа, кредитпа тата укçа тÿрех тÿлесе илеççĕ, ку вара вăтам тата пĕчĕк хуçалăхсемшĕн питех те меллĕ.

Пĕлтĕр «Родина» СХПК ытлашши пысăк мар «Русич ТЕ - 244» трактор, Иван Семенов фермер «Беларус - 82.1» (МТЗ) маркăллă 3 трактор, урапаллă тепĕр трактор, дизельпе дисклă агрегат, 2 погрузчик, пахчаçимĕç калчине лартмалли тата пахчаçимĕçе пухмалли машинăсем, çĕр ĕçлемелли ытти йышши хатĕрсем туянчĕç. Елена Васильева, Геннадий Сухалов, Николай Варягин фермерсем те хăйсен хуçалăхĕ- сене çĕнĕ тракторсемпе тата агрегатсемпе пуянлатрĕç. «Каспий-Агро» ООО туяннă акмалли комплекс та çĕнĕ йышши техника шутне кĕрет, унпа хуть те мĕнле условисенче ĕçлеме пулать.

Кăçал та округри хуçалăхсем июнĕн 30-мĕшĕ тĕлне паянхи вăхăтпа килĕшсе тăракан техника сахал мар туянчĕç. Çав шутра КФХ ертÿçисем Николай Васильев, Геннадий Архипов, Марина Ильина «Беларус - 82.1» тракторсем, Алексей Родионов ятарлă культиватор, Денис Христофоров минераллă удобренисем сапмалли хатĕр, «Каспий Агро» ООО «Кировец» маркăллă урапаллă трактор, автопогрузчик, «Родина» СХПК вара нумай пулмасть «Беларус - 952.3» тракторпа погрузчик тата вăрлăх хывăхне тасатмалли ятарлă агрегат туянчĕç.

Округра пуринчен те нумайрах пахчаçимĕç туса илекен Иван Семенов хресчен (фермер) хуçалăхĕ кăçал çеç мĕнле кăна техникăпа пуянланмарĕ-ши/ Ростсельмашăн тĕштырă вырса пухмалли «Акрос-595» икĕ комбайнĕнчен пуçласа калчасем лартмалли агрегат, тырă акмалли комплекс, погрузчик, шыв сапмалли хатĕр, насус станцийĕ тата ытти йышши техника та сахал мар унта. Çакна ăнланмалла та, мĕншĕн тесен уй-хирте ĕçленĕ чухне – çĕр сухаланă, пахчаçимĕç ÿстернĕ, тĕштырă вырса пухнă вăхăтра – ятарлă техника, тракторпа комбайнран пуçласа кăкармалли агрегатсем таранах кирлĕ вĕт.

М. КВАСКОВА,

округ администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники