Опытпа паллашас тĕллевпе

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 11.07.2025, 14:53 Просмотров: 45

HPJCKukOhhO 0twAAUNs kILxGgkUTUKrpsn47cY4ji3rj0PezoQuim6CD20hRGV3YQIroOaaIclDjXO8vjqNa9c

Çак кунсенче Куславкка округне аякри Запорожье облаçĕнчи Бердянски районĕн делегацийĕ килсе кайрĕ.

Хамăр хаçатра эпир çырнăччĕ ĕнтĕ, асăннă района Чăваш Республики шефа илнĕ, ăна вĕрентÿ инфратытмне çĕнетсе лайăхлатас тĕлĕшпе тăтăшах пулăшса пырать. Унăн ертÿçисем Раççей Вĕрентÿ министерстви йĕркелекен «ПĔРЛЕ» сессие виççĕмĕш хут хутшăнаççĕ.

Çак кунсенче аякри хăнасем Куславкка округĕн опытне тишкерчĕç: Куснарти вăтам шкула, хулари шкулсемпе ача сачĕсене, çав шутра 2-мĕш вăтам шкула, «Пчелка» тата «Звездочка» ача сачĕсене çитсе курчĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.

Куславккапа сывпуллашас умĕн педагогсем Н.И. Лобачевскин музей-çуртĕнче тата Куснар çывăхĕнчи чĕмсĕр чикĕсене тăвакансене асăнса лартнă мемориалта та пулчĕç.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники