Аса килеççĕ салтак тÿмиллĕ шурă улăхсем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 11.07.2025, 14:55 Просмотров: 46

os7ohx5sevjrbkaevdh3l48yk4596

Çу уйăхĕнче, çанталăк хĕвеллĕ те ăшă тăнă чухне, Раççейре пурте килĕштерекен уява – çемье, юратупа шанчăклăх кунне паллă тăваççĕ. «Çемье» ятлă проекта пурнăçа кĕртнĕ май Куславккари ватăсемпе инвалидсем вăхăтлăха пухăнакан комплекслă центрта нумай пулмасть ăна уявласси мĕнле пуçланса кайни çинчен калаçу пычĕ.

Уяв православи тĕнне ĕненекенсем çемьене тата мăшăрланăва хÿтĕлекен çветтуйсене Петрпа Феврония Муромскисене асăннипе çыхăннă. Çак мăшăр çемьен хаклă енĕсене тытса пынипе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх шутланнă: вĕсем хурлăха та, савăнăçа та пĕрле пайланă, пĕр кунра вилсе выртнă.

Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕн хăйĕн палли пур – шур чечек, салтак тÿми (ромашка). Çак кун чечек кăшăлĕ çыхаççĕ, савнă çынсене чечек çыххисемпе илемлĕ открыткăсем парнелеççĕ. Пирĕн патра социаллă пулăшу илекенсем вара çемьепе пĕрле ÿкерттернĕ фотоÿкерчĕ-ксем валли хатĕрленĕ ятарлă рамкăсене шур чечексемпе илемлетрĕç. Питĕ хитре пулса тухрĕ.

«Ромашкăсемпе эпир çамрăк чухне юмăç пăхаттăмăр, савни юратать-и е юратмасть-и тесе пуçа вататтăмăр. Çавăнпа та çак чечекпе çыхăннă вăхăтсем, салтак тÿмиллĕ улăхсем нихăçан та асран каймĕç»,– терĕ социаллă пулăшусем илекен Дамира Сагдеева.

Е. ЧАПУРИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники