Йышлă та туслă çемье

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 11.07.2025, 15:09 Просмотров: 42

ABVF17Jbx5faRoFlgORJYSYhnwA3uZEIRU7Py5CmErxkAs0brO5joGO4R m2XgkL9HhIgpaS3g7 9IC3c5W70FDi

«Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн Тĕрлемесри вулавăша çÿрекенсем нумай пулмасть Кривовсен йышлă çемйипе тĕл пулчĕç.

Малтанах библиотека заведующийĕ Людмила Павлова Çемье, юратупа шанчăклăх уявĕ хăçан пуçланса кайни çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл каланă тăрăх, ăна 2022 çулта официаллă майпа паллă тума пуçланă. 1547 çулта Вырăс православии чиркĕвĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă, пĕр кунра вилсе выртнă Петрпа Феврония Муромскисене çветтуйсен йышне кĕртнĕ.

Анатолий Николаевичпа Елена Михайловна каласа панинчен пирĕн çамрăк вулакансем вĕсен нумай ачаллă та туслă çемйи çинчен ытларах пĕлме пултарчĕç. Кривовсем çичĕ ача пăхса çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Шел пулин те пĕри, Николай, чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Халĕ йышлă çемьере 14 мăнукпа мăнукĕсен 3 ачи çитĕнет.

Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан мăшăр тăван «Тюрлеминский» совхозра нумай çул хушши тăрăшса вăй хунă, ĕçри хастарлăхшăн вĕсене пĕрре çеç мар грамотăсемпе наградăланă. Тивĕçлĕ канура пулин те Кривовсем килти хуçалăхра вăй çитнĕ таран тăрăшаççĕ, ачисемпе мăнукĕ-сене тĕрлĕ сĕнÿ парса пулăшаççĕ.

2022 çулта Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче Кривовсене нумай çул хушши пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннăшăн «Юратупа шанчăклăхшăн медальпе наградăланă.

Л. АЛЕКСАНДРОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники