Кĕвĕ-юрă ытамĕнче

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 18.07.2025, 14:12 Просмотров: 69

Июлĕн 20-мĕшĕнче легендăна кĕрсе юлнă совет тата Раççей композиторĕ Давид Федорович Тухманов çуралнăранпа 85 çул çитет. Унăн юбилейĕ умĕн тĕп библиотекăра аслă ăрăва пĕрле пухăнса калаçма уçнă «Кĕмĕл çул ÿсĕмĕ» центра çÿрекенсем валли кану сехечĕ йĕркелерĕç.

Тĕлпулăва пынисем композиторăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕнчи уйрăмах асра юлнă тапхăрсем çинчен пĕлме пултарчĕç. Çавăн пекех экран çинче Тухмановăн ача чухнехи тата музыкăпа интересленме пуçланă çулсенчи фотоÿкерчĕкĕсене сăнарĕç, вăл Гнесинсен ячĕллĕ институтра вĕреннĕ çулсемпе, унăн пирвайхи юррисемпе паллашрĕç.

Юлашкинчен вара Давид Тухманов кĕвĕленĕ халăхра анлă сарăлнă юрăсене пурте пĕрле шăрантарчĕç. Çавна май ветерансем «Эти глаза напротив», «Как прекрасен этот мир» «Последняя электричка» тата ытти юрăсене итлесе иртнĕ хăйсен çамрăклăхне, кил-йышпа пĕрле каннă вăхăтсене аса илчĕç.

З. САФИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники