Сывлăх - пирĕн пуянлăх

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 25.07.2025, 15:34 Просмотров: 52

VWzCcDJirrLRe4BTxRY6WQoeBS1rzNSXdgIbvXWMFH 7LodGBBGqyVxYHsDFMlgoBLFlrShI6dtxsCv XEijaZzW

Шăрăх çанталăкра пиртен кашниех тар тăкса ĕçлес вырăнне пахчаçимĕçпе улма-çырла çисе сулхăнрах вырăнта канасси пирки ĕмĕтленет.

Ÿт температури ÿсни хуть те мĕнле организма та начар енчен витĕм кÿнине пурте аван пĕлетпĕр. Ватлăх енне сулăннă çынсем хăйсене уйрăмах начар туяççĕ. Вăй çуккипе хăшĕ-пĕ-рисем çывăхри медицина учрежденине те утса çитеймеççĕ. Районти тĕп больницăра врач-терапевт пулса ĕçлекен Екатерина Кудряшова тата Криуш ялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Роза Елехина ял халăхĕ патĕнче шăрăхра та час-часах пулма тăрăшаççĕ. Нумай пулмасть вĕсем Криуш ялĕнче пурăнакан тивĕçлĕ канури çынсен сывлăхне диспансеризации шучĕпе тĕрĕслерĕç.

«Миçемĕш кун ĕнтĕ юн пусăмĕ пысăк пулнипе аптăратăп, шăрăхра хама питĕ япăх туятăп. Вырăнти фельдшерпа акушер пунктне те утса çитеймесре н хăрарăм. Çавăнпа хамăр кил умĕнче медицина ĕçченĕсене курсан, эпĕ савăнмаллипех савăнтăм. Вĕсем ман сывлăха тĕплĕн тĕрĕслерĕç, анализсем илчĕç, электрокардиограмма, укол турĕç, малашне мĕнле сипленмеллине каласа ăнлантарчĕç. Екатерина Николаевнăпа Роза Николаевнăна эпĕ çавăншăн тем пекех тав тăватăп», - терĕ Криушра пурăнакан пĕр хĕрарăм.

Вырăна тухса диспансеризаци ирттернĕ май тухтăрсем пĕр кунра ялти 8 çыннăн сывлăхне тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче пĕр хĕрарăмăн сĕт парĕ шыçăннине тупса палăртнă. Ăна республикăри онкологи диспансерне кайса пăхса сĕннĕ.

«Криушра пурăнакансенчен ытларахăшĕ – ватлăх енне сулăннă çынсем. Вĕсем шăрăх çанталăкра хăйсене начартарах туяççĕ, çавăнпа килтен тухсах çÿремеççĕ. Акă мĕншĕн ĕнтĕ эпир больницăра халăха йышăннă хыççăн хамăр пациентсем патне пырса çÿреме, пурин патĕнче те пулма тăрăшатпăр»,- терĕ Екатерина Кудряшова.

Аса илтеретпĕр, Куславкка районĕнчи тĕп больницăра диспансеризацире пулнăшăн укçа тÿлемелле мар. Вăл «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртет.

Куславкка округĕнче пурăнакан хисеплĕ çыннăмăрсем! Районти тĕп больница сире диспансеризацире пулма, коронавирус инфекцийĕпе чирлесе ирттернисене вара хăйсен сывлăхне уйрăмах тĕплĕн тĕрĕслеттерме чĕнсе калать. Сирĕн участокри терапевт патне е медицина профилактикин пÿлĕмне пымалла. Çавăн пекех аса илтеретпĕр: диспансеризаци шучĕпе сывлăха фельдшерпа акушер пункчĕсенче те, врачсен амбулаторийĕсенче те тĕрĕслеттерме пулать.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники