Юрă-ташă кăмăла çĕклет

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 25.07.2025, 15:36 Просмотров: 299

AITt2u4JjkfDiv1eGvyQwLAzCrApFgP91tVHmUFROetmRjnVf6ZzPoadITsJgbMEkivICF z1QTE3I9bz6b5jEdS

Куславкка округĕнчи культура ĕçченĕсем пур енĕпе те маттур. Нумай пулмасть вĕсем республикăн тĕп хулинче иртнĕ сумлă мероприятие хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕç.

Шупашкарти «Каскад» суту-илÿпе илĕртÿллĕ центрта июлĕн 18-мĕшĕнче «Пехет» ятпа вырăнти продукцие сутакан агромаркет ĕçлеме тытăнчĕ. Ăна уçнă чухне пултарулăх коллективĕсем хăйсен хаваслă юрри-ташшипе халăха савăнтарчĕç. Куракансем Çатрăкри «Нежность» ансамбле те ăшшăн кĕтсе илчĕç, кашни юрă хыççăн нумайччен алă çупрĕç.

Куславккари ачасен искусствăсен шкулĕн преподавателĕсем Татьяна Леснова тата Эдуард Волчков тĕрлĕ материалсене илемлетес тĕлĕшпе агромаркета пынисемпе мастер-классем ирттерчĕç.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники