Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесен

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 12.09.2025, 09:13 Просмотров: 131

Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче Туризма 2035 çулччен аталантармалли стратегине ?çул-йĕре% çирĕ-плетнĕ. Çак комплекслă план туристсен юхăмне ÿстерме, инфратытăма çĕнетсе лайăхлатма, инвестицисене явăçтарма, туризмпа çыхăннă сайра тĕл пулакан тата хăтлă вырăнсем йĕркелесе яма май парĕ. Пирĕн умри тĕллев - Раççейри туристсем килĕштерекен чи илемлĕ 20 регион йышне кĕресси.

Тĕп вырăнта - «Нацин туризм маршручĕ» мегапроект. Вăл 110 ытла инвестиципе инфратытăм проектĕнчен ?19 миллиард тенкĕ ытлалăх% тăрать. Республикăри регионсем профиллĕ аталанса пырĕç: Атăл леш енче - сывлăха çирĕплетмелли туризма, Шупашкар округĕнче - этника, Сĕнтĕрвăррипе Куславккара - юханшыв, Муркашпа Красноармейски округĕсенче эколологи туризмĕ вăй илĕ.

Чăваш Ен Discover Russia наци брендне кĕчĕ, ют çĕршывсен турисчĕсене тата инвесторĕсене явăçтарма креативлă индустрисем йĕркелет. Туристсен бизнесĕн реформине аталантарма тытăннă - экскурсоводсене аттестацилессине ансатлатаççĕ, çынсене йÿнĕ хакпа вырнаçтарма пулакан пахалăхлă объектсене шута илеççĕ, вĕсем çинчен тĕплĕнрех çырса хатĕрлеççĕ.

Шанса тăратăп: власть, бизнес тата общество пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесен лайăх кăтартусем тума пулать. Ку вара маларах асăннă сферăра çитĕнÿсемпе палăрма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса хума, Чăваш çĕршывĕ туристсем килĕштерекен регион пулнине çирĕплетсе пама пулăшать, тесе палăртать муниципаллă округăн пуçлăхĕ Алексей Людков хăйĕн Телеграмм каналĕнче.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники