Космос çинчен те ĕмĕтленĕç

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 12.09.2025, 09:15 Просмотров: 80

ejbk22td md

Тĕрлемесри вăтам шкулта нумай пулмасть тĕнче уçлăхне вĕçнĕ виççĕмĕш Раççей çыннине Андриян Григорьевич Николаева халалласа питĕ интереслĕ калаçу урокĕ иртрĕ. Çавна май пирĕн вĕренекенсем тава тивĕçлĕ космонавтăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, унăн çитĕнĕвĕсем, космоса мĕнле тĕпчени çинчен нумайрах пĕлме пултарчĕç.

Арçын ачасемпе хĕрачасем А.Николаев историе кĕрсе юлнă вĕçевсене мĕнле хутшăннине те, космонавтикăна малалла аталантарассине вăл мĕнле витĕм кÿнине те пĕлчĕç. Эпир хăюллă пулни, çĕнĕлĕхсенчен хăраманни пурнăçра пысăк вырăн йышăнни пирки те калаçрăмăр.Чăн-чăн паттăрсен, тĕпчевçĕсен шăпах çапла пулмалла та.

Калаçу вăхăтĕнче мĕн-мĕн пĕлнине çирĕплетсе хăварас тĕллевпе юлашкинчен космоспа çыхăннă викторина ирттертĕмĕр. Вĕренекенсем планетăсем, çăлтăрсем, пĕрремĕш космонавтсем çинчен панă ыйтусем çине хаваспах тата туллин хуравларĕç. Эпир шанса тăратпăр: Андриян Николаевăн ырă тĕслĕхĕпе хавхаланнăскерсем, пирĕн ачасем пысăк çитĕнÿсем патне ăнтăлĕç, космос çинчен ĕмĕтленме те хăрамĕç.

И. НИКОНОРОВА,

Тĕрлемесри вăтам шкулта 4-мĕш класра вĕренекенсен класс ертÿçи.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники