Раççей Федерацийĕнче 1992 çултанпа Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне паллă тăваççĕ. Çак уяв ылтăн кĕркунне кунĕ-сенче, çутçанталăк пире хăйĕн илемлĕ тĕсĕсемпе савăнтарнă, уй-хирсемпе сад пахчисем тутлă пахча-çимĕçпе сăйланă вăхăтра килет.
Кунерти вăтам шкулта кĕçĕнрех классенче вĕренекенсем тата кунти ача садне çÿрекенсем октябрĕн 1-мĕшĕнче ватлăх енне сулăннă çынсене уявпа саламлама вырăнти Ветерансен çуртне çитсе килчĕç. Унта пурăнакансем вĕсене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Ачасем ватăсене чуна çĕклекен юрă-ташăпа савăнтарчĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул сунчĕç. Ветерансем кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç, час-часах килсе çÿреме ыйтрĕç.
О. АНТИПОВА.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
