Елчĕкри вăтам шкулта оборонăпа массăллă, спорт тата патриотла ĕçсен уйăхлăхĕ уçăлнă ятпа савăнăçлă линейка иртрĕ.
Вĕренекенсем пĕрле пухăнса йĕркелекен мероприятие хисеплĕ хăна - хĕçпăшаллă çапăçусен ветеранĕ, СВОран вăхăтлăха отпуска килнĕ Андрей Александрович хутшăнчĕ. Унăн хĕрĕ 2-мĕш класра вĕренет.
Мĕн ĕмĕртенпех Раççей вăйлă, хăюллă, хăйĕн Тăван çĕршывне хÿтĕллеме хатĕр çынсемпе палăрса тăнă. Пирĕн умри тивĕç – мăн асаттесемпе аттесен паттăрлăхне яланах асра тытасси, çитĕнекен ăрăва ун çинчен каласа парасси, çĕршывăн хăюллă хÿтĕлевçисем пулма воспитани парасси. Шăпах ĕнтĕ çак тĕллевпе пирĕн шкулта январĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 28-мĕшĕччен патриотизм майлă тата спорт мероприятийĕсем иртеççĕ. Уйăхлăх пынине тĕпе хурса 9-мĕш класри çамрăк армеецсен ушкăнĕ ялавсем йăтса тухрĕ, «Пост /1. Возрождение» программăпа паллаштарчĕ.
Январĕн 27-мĕшĕнче, тĕслĕхрен, Ленинград блокадине татнă кун ячĕпе шкулта тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Эпир 5-мĕш класра вĕренекенсемпе пĕрле вăрçă вăхăтĕнчи Ленинградри пĕр пÿлĕмре экскурсире пулса куртăмăр. Унти япаласене шкул ачисем Надежда Николаева советник ертсе пынипе пуçтарнă. Вĕсем çинчен пире 4-мĕш класра вĕренекен Павел Никитин каласа пачĕ.
Н. МОРОЗОВА.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
