Апатлану пахалăхĕ çитĕнекен организмшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа Тĕрлемесри вăтам шкулта поварсем вĕренекенсене чăннипех те тутлă апат çитерме тăрăшаççĕ.
Январĕн 28-мĕшĕнче 4-мĕш класра вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсен канашĕн хастарĕсем шкул столовăйĕ-нче хăйсен ачисене мĕнле апатлантарнине пырса тĕрĕслерĕç. Вĕсем апатлану графикĕпе, кашни кунхи тата вунăкунлăхри менюпа паллашрĕç, поварсем апата миçе грамм хурса панипе, менюпа килĕшÿллĕн пĕçернипе е пĕçерменнипе интересленчĕç.
Шкулта вĕренекенсен апатланăвне мĕнле йĕркеленине тĕрĕсленĕ хыççăн ашшĕ-амăшĕсем çапла палăртрĕç: пирĕн патра ачасем валли тĕрлĕ апат-çимĕç пĕçерсе хатĕрлеççĕ, вĕсем çирĕплетнĕ нормăсемпе килĕшсе тăраççĕ.
К. ГУРЕНЬКОВА,
директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
