Сталинграда халалласа

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 06.02.2026, 14:57 Просмотров: 38

Февралĕн 2-мĕшĕнче çĕршывра совет çарĕсем тăшмансене Сталинград патĕнчи çапăçура çапса аркатнăранпа 83 çул çитрĕ. Çав кун Тĕрлемесри вăтам шкулта 5-мĕш класра паттăрлăх урокĕ иртрĕ.

Класс ертÿçи Светлана Семенова арçын ачасемпе хĕрачасене Сталинград патĕнчи çапăçу 1942 çулта çулла пуçланса 1943 çулхи февралĕн 2-мĕшĕччен пыни, вăл Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçинчи чи юнлă çапăçусенчен пĕри пулни çинчен каласа пачĕ. Пиллĕкмĕшсем çав çулсенче легендăна кĕрсе юлнă Василий Зайцевпа Яков Павловăн паттăрла ĕçĕсемпе тĕплĕнрех паллашрĕç. Кунсăр пуçне вĕсем «200 минутлăх вулав: Сталинграда халаллатпăр» ятлă Пĕтĕм Раççейри акцине хутшăнчĕç.

Вĕренекенсем çавăн пекех совет салтакĕсен паттăрлăхĕпе хăюлăхне çырса кăтартнă кĕнекесемпе паллашрĕç. Юлашкинчен В. Некрасовăн «В окопах Сталинграда» кĕнекине черетпе пурте илтмелле вуларĕç.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники