Энтри Пасарĕнчи вăтам шкулта кунсерен тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ пынă май февралĕн 5-мĕшĕнче сывлăха çирĕплетес, ÿт-пĕве пиçĕхтерес, сывлăхлă пурнăç йĕркине тытса пынине кăтартса парас, вăйлă спортсменсене палăртас тĕллевпе аслă классенче вĕренекенсем хушшинче армрестлинг енĕпе ăмăртусем йĕркелерĕмĕр.
Спортăн çак тĕсĕ алă вăйне виçессипе çыхăннă. Вăл ĕлĕкренех чаплă тупăшу шутланнă. Алă вăйне виçессипе пĕрремĕш ăмăрту Америкăра 1952 çулта иртнĕ, Раççейре официаллă майпа ăна 1989 çулта ирттерме пуçланă. Сăмах май, ку тупăшура вăй кăна мар, ăс та, спортăн çак енĕн мелне пĕлни те кирлĕ. Халĕ çакăн пек ăмăртусемпе чылайăшĕ интересленет, çав шутра пирĕн шкулта вĕренекенсем те. Ку хутĕнче алă вăйне виçессипе Андрей Семенова çитекенни пулмарĕ, Роман Лукиновпа Артем Семенов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç.
Тепĕр кунне, февралĕн 6-мĕшĕнче, спорт залĕнче 7-11-мĕш классенчи хĕрачасем армрестлинг енĕпе мала тухассишĕн тупăшрĕç. Унта хутшăнма кăмăл тăвакансене малтанах ăмăртусен правилисемпе тата хăрушсăрлăх техникипе паллаштартăмăр. Унтан хĕрачасемпе хĕрсем сылтăм тата сулахай алăсемпе вăй виçрĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне 7-мĕш класра вĕренекен Д.Федорова çĕнсе илчĕ, З. Юрковăпа А. Николаева иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç.
Г. СОКОЛОВ.
Февраль 2026 |
