Чи лайăх вĕрентекенсем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 13.02.2026, 14:54 Просмотров: 43

53582276 e85a 47b6 91c1 bc1d8c1483ff md

Февралĕн 10-мĕшĕнче Куславкка муниципаллă округĕн Тĕрлемес вăтам шкулĕнче республика шайĕнче иртекен «Тăван чĕлхепе литературăна чи лайăх вĕрентекен» конкурсăн муниципалитет тапхăрĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен пилĕк педагог хăйĕн ăсталăхне кăтартрĕ.

Мероприятие Альбина Владимировна Александрова (хулари 3-мĕш вăтам шкул), Надежда Николаевна Егорова (хулари 2-мĕш вăтам шкул), Лариса Витальевна Милаева (Кунер вăтам шкулĕ), Елена Васильевна Митрофанова (Энтри Пасар вăтам шкулĕ), Полина Александровна Семенова (Тĕрлемес вăтам шкулĕ) хутшăнчĕç. Тăван чĕлхене вĕрентекен учительсен тĕп тĕллевĕ - чĕлхене юратма, хисеплеме, ăна упрама хăнăхтарасси. Çакна тĕпе хурса йĕркелеççĕ те конкурса.

Конкурса хутшăннă педагогсем уроксене кăçал Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Тăван çĕршывран инçетре хăйсен службăри тивĕçне пурнăçланă Раççей çар служащийĕсене халалларĕç. Тепĕр тапхăрта вара, ăста класĕнче, хăйсен паха ĕçĕнчи опытпа паллаштарчĕç.

Сумлă жюри членĕсем вĕсене тивĕçлĕ хак пачĕç.

И. ДМИТРИЕВА,

Тĕрлемес вăтам шкулĕн директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники