Хапăл туса кĕтетпĕр

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 20.02.2026, 14:45 Просмотров: 41

Кашни çулталăк вăл е ку ĕмĕрпе çыхăннă кĕнекесемпе çĕнĕ тĕлпулусем илсе килет. Кăçал литература тĕнчи вуншар чаплă ĕç кун çути курнăранпа юбилейлă çулсем çитнине паллă тăвать. Çапах та çав кĕнекесем вулакансен чун-чĕрине паян та хускатаççĕ. Эпир сире «2026 çулхи кĕнекесем - юбилярсем» выставкăна пырса курма чĕнетпĕр, унта çак тĕлĕнмелле произведенисемпе тепĕр хут паллашма пултаратăр.

Çапла вара, вулакансене ĕмĕрсемпе çĕршывсем тăрăх çулçÿреве тухма сĕнетпĕр. Пирĕн выставкăра тĕнче литературин виçĕ ĕмĕрне илсе кăтартнă. Вĕсенче кулăшпа романтика, историлле драмăпа философи темисем юнашар тăраççĕ. Экспозицин ахахĕ - Джонатан Свифтăн «Путешествие Гулливера» романĕ, вăл кун çути курнăранпа 300 çул ытла иртнĕ. Виктор Гюго «Собор Парижской Богоматери», Александр Дюма - «Граф Монте-Кристо», Маргарет Митчелл «Унесенные ветром» романсене çырнăранпа кăçал 195, 180 тата 90 çул çитет.

Выставкăра хамăр çĕршыври авторсен ĕçĕсем уйрăм вырăн йышăнаççĕ. Вĕсен кĕнекисем пирĕн культурăн ылтăн фончĕ шутланаççĕ. Кунта Федор Достоевскин «Бедные люди» романĕпе паллашма пулать, сăмах май каласан, вăл пичетленсе тухнăранпа 180 çул çитет. Александр Грибоедовăн «Горе от ума», Александр Пушкинăн «Капитанская дочка», Михаил Булгаковăн «Мастер и Маргарита» кĕнекисем те юбилее паллă тăваççĕ.

Хамăрăн çамрăк туссем çинчен те манмарăмăр эпир. Выставкăра вĕсем темиçе ăру вуласа ÿснĕ кĕнекесемпе паллашма пултараççĕ. Çĕр çул каялла Корней Чуковскин «Федорино горе», «Путаница», «Телефон» ятлă кулăшла калавĕсем пичетленсе тухнă. Карло Коллодин «Приключения Пиноккио» юмахне пуçласа пичетленĕренпе 145 çул çитет.

Вулакансене эпир библиотекăра хапăл туса кĕтетпĕр, кунта эсир хăвăрăн ĕлĕкхи тусăрсемпе тĕл пулма тата çĕнĕ туссем тупма пултаратăр.

З. САФИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники