Регионсем хушшинчи «Эпĕ - хĕрарăм» конкурса хутшăннă Валентина Якимовна Челышева 101 çул тултарчĕ.
Валентина Якимовна Куславкка муниципаллă округĕн Куснар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл нумай çул хушши тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Куславккари автофургонсен комбинатĕ- нче вăй хунă, ун хыççăн Иваново облаçĕнче вăрман каснă çĕрте тăрăшнă. Каярах тăван районти «Аниш» совхозра хăмла плантацийĕнче ĕçленĕ, унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Унăн тĕп пуянлăхĕ паян – пысăк çемйи: 6 ачи, 13 мăнукĕпе 23 кĕçĕн мăнукĕ.
«Яланах хастар пулнă, пĕрехмай ĕçленĕ, лара-тăра пĕлмен. Ман шутпа, çавăнпах эпĕ нумай пурăнатăп пулмалла»,- терĕ пĕр ĕмĕр урлă каçнă хĕрарăм. Ялта пурăнакансем каланă тăрăх, Валентина Якимовна Куснар территори пайĕ-нче 100 çултан иртнĕ пĕрремĕш çын пулса тăрать.
«Валентина Якимовна - чăн-чăн паттăр. Вăл пурнăçа аван пĕлни, яланах ырра шанни ялйыша савăнтарать те, тĕлĕнтерет те. Пĕлтĕр ĕç ветеранĕ Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ йĕркеленĕ регионсем хушшинчи «Эпĕ - хĕрарăм» конкурса хутшăнчĕ. Хастар хĕрарăм «Кĕмĕл çул ÿсĕмĕ - Раççей мухтавĕ» номинацире Куславкка округĕн чысне хÿтĕлерĕ. Республика кунĕнче Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева çулĕпе пуринчен те аслă хастара асăнмалăх «Çĕршыв хĕрĕсене» медальпе наградăларĕ»,- тесе каларĕ Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн Куславккари вырăнти уйрăмĕн ертÿçи, «Единая Россия» партин Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен юхăмĕн» Куславкка муниципаллă округĕнчи партпроект координаторĕ Олеся Михайлова.
О. ВЛАДИМИРОВА.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
