Çăварни - чăвашсен уявĕ. Кăçал вăл февралĕн 16-мĕшĕнче, тунтикун пуçланчĕ, вырсарникун, февралĕн 22-мĕшĕнче, Çăварни эрни вĕçленет.
Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта иккĕмĕш класра вĕренекенсем çак ырă йăла-йĕркепе пĕрле пуçтарăнчĕç. Класс ертÿçи ачасене уяв çинчен кĕскен каласа пачĕ. Паллă ĕнтĕ, Çăварни пĕр эрнене тăсăлать. Çак вăхăтра чăвашсем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ, шăнкăрав çакнă тур лашине кÿлсе ялтан яла Çăварни чупса çÿренĕ. Ача-пăча тăвайккинчен çунашкапа тавлашмалла ярăнать. Çăварни эрнине ăсатнă чухне ваттисем, сывлăхлă пулас тесе, улăмран катемпи туса çунтарса яраççĕ.
Пирĕн шкулта вĕренекенсем ушкăнпа тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, ун хыççăн вĕри чейпе тата тутлă икерчĕпе сăйланчĕç. Çакăн пек уявсене ачасем нумайччен асра тытса пурăнаççĕ.
И. АНИЛИНА,
Тĕрлемесри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен.
Февраль 2026 |
