Пирĕн вăй - пĕрлĕхре

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 20.02.2026, 14:54 Просмотров: 41

Тĕрлемесри «Василек» ача садĕнче Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне уçнă ятпа савăнăçлă уяв иртрĕ. Çак çул пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл пирĕн пĕрлехи историне, культура еткерлĕхĕн пуянлăхне тата тĕрлĕ халăхсен туслăхне çирĕплетсе парать.

Çĕнĕ çулталăка халалланă мероприяти пынă вăхăтра ачасем Раççейри халăхсем çинчен калаçрĕç, вĕсен вăййисене вылярĕç,ташшисене ташларĕç, юррисене юрларĕç.

Раççей - нумай нациллĕ пысăк патшалăх, унта тĕрлĕ халăхсем килĕштерсе те туслă пурăнаççĕ. Хăйсен çĕрĕ çинче тăнăçлăхпа туслăх хуçалансан çеç çынсем телейлĕ пулма пултараççĕ. Çакна эпир лайăх ăнланатпăр, çавăнпа хамăр çĕршывпа мухтанатпăр. Пирĕн вăй - пĕрлĕхре.

С. ЛАРИОНОВА,

аслă воспитатель.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники