Аслă Раççейĕмĕрĕн хăвачĕ çирĕплентĕр!

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 27.02.2026, 15:43 Просмотров: 40

Раççей - тĕлĕнмелле илемлĕ, нумай енлĕ аталаннă çĕршыв, унăн территорийĕнче 190 ытла национальность хăйне пĕр килти пек туять. Кунта мĕн авалтанпах пурте пĕр-пĕринпе килĕштерсе тата пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ.

Шăпах ĕнтĕ çавна тĕпе хурса февралĕн 23-мĕшĕнче, Тăван Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче, районти Культура çуртĕнче Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Хулари тĕп библиотека «Раççей сăн-сăпачĕ» ятпа ятарлă программа хатĕрлерĕ. Çав кун округра пурăнакансене, Мари Эл Республикинчен, Тутарстанран тата кÿршĕллĕ Сĕнтĕрвăрри округĕнчен килнĕ хăнасене 82 сыпăкран тăракан Раççейĕн тĕрленĕ картти кĕтсе илчĕ. Уява хутшăннисем Раççей Федерацийĕн кашни субъекчĕн тĕрленĕ татăкĕсене пĕрлештерчĕç те илемлĕ пысăк карттă ăсталарĕç. Вĕсем хамăр çĕршывăн культурин еткерлĕхĕн пĕрлĕхĕпе пуянлăхне кăтартса пачĕç. Çакна курса, Мари Эл Республикинчен килнĕ пĕр хĕрарăм çапла каларĕ: «Раççейĕн тĕрленĕ карттин сыпăкĕсене пĕрле пухнă май эпĕ хамăн юратнă çĕршывăн сăнарне куç умне кăлартăм, çĕнĕ фактсемпе паллашрăм, кÿршĕллĕ регионсен культурине тарăнрах ăнланма пултартăм».

Кунтах «Вырăссен тĕррисем» ятпа мастер-класс йĕркелерĕмĕр.Савăнăçлă мероприятие курма пынисем çак ремеслан йăли-йĕркипе интересленчĕç, тĕрлесе те пăхрĕç, хăйсен аллисемпе вырăссен орнаменчĕн эрешĕсене пир татăкĕ çинче сăнарларĕç.

Кĕнекесен выставкине те йĕркеленĕччĕ эпир. «Сокровища русской культуры» ятлăскер, вăл Культура çуртне пухăннисене вырăс халăхĕн йăли-йĕркипе лайăхрах паллашма чĕнчĕ, куракансене авалхи архитектура вăрттăнлăхĕ-сене, халăх промыслин илемлĕхне, кашни халăхăн йăли-йĕркин уйрăмлăхне, ваттисен сăмахĕнче чăнлăх пуррине уçса пачĕ.

Кăçал Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкĕсене ирттернĕ май хамăрăн йăхсем, хамăрăн пĕтĕмĕшле истори патне пĕрре çеç мар таврăнăпăр. Эпир тыткăнлакан илĕртÿлĕхĕпе, пĕрлĕхпе нумай енлĕхрен вăй илекен иксĕлми хăвачĕпе палăрса тăракан тĕлĕнмелле пуян çĕршывра пурăнатпăр.

Н. МАЛОВА, З. САФИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники