Ялта та пурнăç лайăх

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 27.02.2026, 15:45 Просмотров: 41

Çак çул Чăваш Республикинче «Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă» ятлă проект ĕçлеме пуçларĕ. Обществăлла палатăпа Ашшĕсен союзĕ сĕннĕ çĕнĕ пуçару çамрăксене хуласене тухса каймасăрах яллă территорисене çĕнетессишĕн тăрăшма, тăван ялсен малашлăхĕшĕн яваплăха туяс туйăма аталантарма кирлĕ.

Проект тĕрлĕ ÿсĕмри çамрăксене тата нумай енлĕ сферăна пĕрлештерет, ялта пурăнакан каччăсемпе хĕрсене пулăшма, вĕсен пуçарулăхĕпе яваплăхне аталантарма, çамрăк çемьесен хаклăхне çирĕплетме май парать. Унпа килĕшÿллĕн республикăри шкулсенче аслă классенче, аслă тата вăтам вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренекенсемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕлпулусем иртеççĕ. Мероприятисем вăхăтĕнче ялта та пурнăç кĕрлесе тăнине, пурăнма аван пулнине кăтартса пама тăрăшаççĕ.

Пирĕн округра та çакăн пек тĕлпулусем иртрĕç. Хулари 3-мĕш вăтам шкулта йĕркеленĕ мероприятире куславккасемпе Чăваш Республикин Обществăлла палатин членĕ, Раççейре йăлана кĕнĕ ăстăнпа нравственность хаклăхĕсене упрас тата çирĕплетес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин председателĕн заместителĕ Олег Волков, Куславкка муниципаллă округĕнчи Ашшĕсен канашĕн председателĕ Фирдавиль Искандаров тĕл пулчĕç. Пĕрремĕш тĕлпулăва хулари 2-мĕш тата 3-мĕш вăтам шкулсенче аслă классенче вĕренекенсем, иккĕмĕшне вĕсен ашшĕ-амăшĕсем хутшăнчĕç.

Маларах асăннă проекта тĕпе хурса çамрăк специалистсене яла хăварас, вĕсене унта пурăнма тата ĕçлеме йĕркеллĕ условисемпе тивĕçтерес, малалла аталанмашкăн пулăшас ыйтусене сÿтсе яврĕç. Калаçу вăхăтĕнче çемье, Тăван Çĕршыва юратни тĕп вырăн йышăнни тата культура еткерлĕхне упраса хăварасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен те сăмах пычĕ.

Д. ВИНОКУРОВА,

шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники