Чăвашсен хушшинче анлă сарăлнă хĕллехи уявсенчен пĕри - Çăварни. Çăварни эрнинче кашни килтех икерчĕ, кукăль пĕçернĕ, çунашкасемпе ту çинчен ярăнса аннă, лаша кÿлсе Çăварни чупнă, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ...
Куславкка муниципаллă округĕнче те хаваслă юрăсемпе тутлă икерчĕсем темиçе яла пĕрлештерчĕç. Çăварнине эпир хаваслă ирттерсе ятăмăр. Çак уява халалласа йĕркеленĕ программăпа автоклуб Кивĕ Тĕрлемеспе Мĕниçырмине çитсе килчĕ. Ялта пурăнакансем пирĕнпе пĕрле вăйă картине тухрĕç, такмаксем каларĕç, «Нежность», «Радость» ансамбльсем тата Олег Малов юрланă кăмăла çĕклекен юрăсем вăхăтĕнче ташăсем ташларĕç. Хаваслă Юр кĕлеткесем уява пынисене тутлă икерчĕсемпе хăналарĕç.
Варасăр клубĕнче те «Савăн, халăх, Çăварнине кĕтсе ил!» ятпа уяв иртнĕ. Уява пынисем каланă тăрăх, вăйă-кулă, ташă-юрă янăраса çеç тăнă. Вĕри чейпе, икерчĕпе хăналанă халăха.
Е. РУСИНА.
Февраль 2026 |
