Çăварнине, чи хаваслă çурхи уява, Куславккара та чаплă паллă турăмăр. Мероприятие «Çирĕп çемье» проектпа килĕшÿллĕн социаллă пулăшу паракан комплекслă центр йĕркелерĕ.
Хăнасем халăх вăййисене вылярĕç, ачасем тата çитĕннĕ çынсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнса хăйсем çаврăнăçуллă та маттур пулнине кăтартса пачĕç, илемлĕ кĕвĕсем янăранă май вăйă картинче çаврăнчĕç. Каярах пурте сăмаварта вĕретнĕ чейпе кукăльсем, икерчĕ- сем çисе савăнчĕç.
«Уяв питĕ хаваслă иртрĕ, вăл пурин кăмăлне те кайрĕ. Чун-чĕ-рене çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕ, сарă хĕвел хăйĕн ăшшипе çуркунне çывхарнине аса илтерчĕ. Çакăншăн пурне те ăшшăн тав тăватăп», - терĕ уява пынă нумай ачаллă Елена Демьянова.
Е. ЧАПУРИНА.
Февраль 2026 |
