Куславкка муниципаллă округĕн «Атăл» спорт шкулĕнче Çĕршыв хÿтĕ-левçисен кунне халалласа йăлана кĕнĕ йĕркепе арçын ачасем хушшинче шывра ишсе мала тухмалли турнир иртрĕ. Ăна Иван Васильевич Семенов хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелерĕ.
Ăмăртусене тĕрлĕ ÿсĕмри арçын ачасемпе каччăсем нумаййăн хутшăнчĕç. Вĕсен хушшинче вăйлă спортсменсем те сахал мар пулчĕç. Хулари ĕçпе юсанмалли 5-мĕш колони начальникĕн заместителĕн Евгений Кузнецовăн ывăлне, спорт шкулне çÿрекен саккăрти Михаил Кузнецова уйрăмах палăртса хăвармалла. Вăл пĕр харăсах икĕ дисциплинăпа - баттерфляй стилĕпе 50 метра ишессипе, ирĕклĕ стильпе 100 метра ишессипе хăйпе пĕр çулхи тата кĕçĕнрех арçын ачасем хушшинче призлă вырăнсем йышăнчĕ.
Турнира йĕркелекенсем кунашкал ăмăртусем малашне ачасен спортне аталантарма, Çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕ-левçисене воспитани пама пулăшасса çирĕп шанаççĕ.
Т. АВЕРЬЯНОВА.
Февраль 2026 |
