Кăçалхи мартăн 6-мĕшĕнче пирĕн ентешсем Михаил Андреев, Александр Иванов, Алексей Мартынов, Константин Сергеев Мари Эл Республикинчи Чăваш Утар ялĕнче пулчĕç. Унта вĕсем йĕлтĕрсемпе çитрĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе ялта митинг ирттерчĕç, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçса вилнисен тата фронтран Совет Союзĕн Геройĕн ячĕпе сывă таврăннă Никифор Николаевич Марков палăкĕ умне чечек кăшăлĕ хучĕç. Кайран ялти библиотека çуртĕнче хăнасем вырăнти чăвашсемпе тĕлпулу ирттерчĕç. Унта Михаил Андреев вулавăша Никифор Маркова халалланă вăрăм сăввин текстне, хăйĕн икĕ кĕнекине парнелерĕ тата Куславкка округĕнчи библиотекăсен системин директорĕ И.Ибрина алă пуснă кĕнекене парнелерĕ. Тĕлпулăва хутшăннисене Михаил Александрович хăйĕн «Чувашия», «Россия», «Был бы моложе», «Тăван Куславкка» тата ытти сăввисене вуласа пачĕ.
Александр Иванов, Алексей Мартынов, Константин Сергеев мари, вырăс, чăваш халăхĕсем авалтанпах туслă пурăннине палăртрĕç. Вырăнти культура ĕçченĕсем Ирина Орлова, Любовь Эскаева тата Алексей Мартынов чăваш юррисене юрласа пачĕç.
Похода хатĕрленсе ирттерме Пакăш ялĕнче пурăнакан Владимир Иванов та пулăшрĕ.
Тĕлпулăва Криуш, Кĕнер тата Хурамал çыннисем хутшăнни те савăнтарчĕ.
А. МЯСНИКОВА.
Март 2026 |
