Куславккари ачасен искусство шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕсен преподавателĕсем муниципалитет округĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа ирттернĕ уяв мероприятийĕсене активлă хутшăнчĕç.
Ачасем вăрçă вăхăтĕнчи хĕрарăмсен паттăрлăхне, хальхи вăхăтри хĕрарăмсен СВОна хутшăнакансене пулăшма хывнă тÿпине сăнлакан ĕçсене хатĕрлерĕç. Искусствăсен шкулĕ маскировка тетелĕсем çыхакан ылтăн алăллă тата ырă чĕреллĕ хĕрарăмсене халалласа фотокурав йĕркелерĕ. Преподавательсем СВОна хутшăнакансен çемйисем валли ăсталăх класĕсем ирттерчĕç.
Мероприяти «Единая Россия» партин «Пултарулăх тĕнчи» проекчĕ шучĕпе иртрĕ.
Март 2026 |
