Раççей халăх академийĕпе РФ Президенчĕ çумĕ-нчи патшалăх службин делегацийĕ мартăн 15-20-мĕшĕсенче пирĕн регионăн туризм майĕсемпе паллашнă. Самара хулинчен, Херсон облаçĕнчен, Хусантан, Чулхуларан, Мускавран килнĕ хăнасем çак кунсенче Куславкка округне килсе кайнă.
Ĕçлĕ тĕлпулу Николай Иванович Лобачевский Музей-çуртĕнчи экскурсирен пуçланнă. Хăнасем аслă математикăн пурнăçĕпе тата пирĕн тăван кĕтесĕн историйĕ-пе паллашнă. Унтан, хĕвеллĕ кунпа киленсе, Куславккари Атăл хĕрринче уçăлса çÿренĕ.
Ку визит «Туризм и гостеприимство» наци проекте пурнăçланин пĕр пайĕ шутланать. Хăнасем туристсене йышăнмалли шай пирĕн пысăк пулнине палăртнă тата хапăл туса кĕтсе илнĕшĕн тав тунă. Вĕсем çавăн пекех Куснар ялĕ çывăхĕ-нчи «Чĕмсĕр чикĕсене тăвакансене» мемориал комплексне çитсе курнă. Çак паллă вырăн Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хÿтĕлев сооруженийĕсене тунă çынсене асăнса лартнă Раççейри пĕрремĕш палăк шутланать.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
