Ача садĕнчи симĕс çурутрав

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 27.03.2026, 14:49 Просмотров: 327

IMG 20260324 095647

Пирĕн «Пчелка» ача садĕнче чÿрече ани çинче пахча йĕркелесси ырă йăлана кĕнĕ. Март уйăхĕн пуçламăшĕнче «Эрудит» кружокăн çамрăк агрономĕсем çулленхи çак ĕçе пуçăнчĕç. Ачасемшĕн ку пахча – киленÿ кăна мар, çутçанталăкăн чăн-чăн лабораторийĕ, унта кашни хăйне тĕпчевçĕ тата пахчаçă пек туйма пултарать.

Чÿрече ани çинчи пахча воспитани ĕçĕн тĕп пайĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Кунта ачасем ÿсен-тăран пĕчĕк вăрăран пуçласа симĕс калча таранччен мĕнле ÿснине сăнаса тăраççĕ; калчасене пăхма вĕренеççĕ: шăвараççĕ, кăпкалатаççĕ, улшăнусене палăртаççĕ; сăнавсен дневникне çырса пыраççĕ; пĕрремĕш калчасемшĕн савăнаççĕ тата хăйсен ĕçĕн кăтартăвĕсемпе мухтанаççĕ.

Пĕчĕк агрономсем кашни кун чÿрече анине пырса пăхаççĕ: паян кунта мĕн çитĕннĕши? Вĕсем чăтăмлăха, яваплăха тата çутçанталăка тирпейлĕн упрама вĕренеççĕ. Ĕçленĕ вăхăтра ачасем ÿсен-тăрансене çутă, шыв тата ăшă мĕншĕн питĕ кирли çинчен пĕлеççĕ, вĕсемшĕн тăрăшни питĕ кирлине ăнланаççĕ.

«Чÿрече ани çинчи пахча» проект – сухан е салат лартса ÿстерни кăна мар. Ку вăл – ĕçченлĕхе, ĕçе хисеплеме тата тавралăха юратма вĕрентни. Кашни ачан чĕринче те ырăлăх вăрлăхĕ шăтса ÿстĕр, ачасем çутçанталăкшăн тăрăшчăр!

Л. СИДЯКОВА,

Куславккари «Пчелка» ача сачĕн воспитателĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Праздники