Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕн шучĕпе районти библиотекăра хулари 3-мĕш вăтам шкулăн 9 класĕнче вĕренекенсем валли (ертÿçи О. Степанова) «Халăхсен туслăхĕнче – Раççей пĕрлĕхĕ» программа йĕркелесе ирттерчĕç.
Мероприятие ертсе пынă Н.Малова нумай нациллĕ Раççейĕн историйĕ, пирĕн çĕршывра пурăнакан тĕрлĕрен халăхсен йăли-йĕркисем çинчен каласа пачĕ. Ачасем вырăс, чăваш, тутар халăхĕсен тумĕсем, наци апачĕсем, йăлисем çинчен нумай интереслине итлесе пĕлчĕç. Наталия Анатольевна çакна та палăртрĕ: тăванлăхпа тачă çыхăнура кăна эпир кирек те мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пултарăпăр.
Качча каяс хĕрĕн символĕ пулнă çивĕт йăла-йĕркере пысăк вырăн йышăнни çинчен те итлеме кăсăклă пулчĕ. Хĕрачасене çапла ăнлантарчĕç: çивĕте салатса яни хĕр пулнă тапхăрпа сывпуллашнине пĕлтернĕ, икĕ çивĕт туни вара (ун çийĕн пуçа ятарлă япала тăхăнтарнă) – качча кайнă хĕрарăмсен шутне кĕнине. Тăххăрмĕш класра вĕренекен хĕрачасем çÿçĕсене çивĕтлесе пăхрĕç – кăна вĕсем питĕ лайăх тума пултарчĕç. Арçын ачасем хăйсен пултарулăхне чăвашсен тата вырăссен йăлари вăййисенче тĕрĕслесе пăхрĕç.
Наталия Анатольевна çапла ăнлантарчĕ: Раççей территорийĕнче 190 ытла этнос ушкăнĕ пурăнать, çав шутра сахал йышлă тĕп халăхсем те пур. Вăл Раççей регионĕ-семпе çывăхрах паллашма сĕнчĕ, 82 япаларан тăракан «Раççейĕн тĕрленĕ картти» карта-пазл пухма сĕнчĕ. Ачасем Раççей Федерацийĕн пĕтĕм субъекчĕсене палăртакан тĕрленĕ уйрăм татăксенчен пазл пухрĕç.
Кашни халăхăн хăйĕн символ пĕлтерĕшлĕ япала пур. Историпе культурăн чи паллă та пурте пĕлекен символĕсенчен пĕри вара – çăнăх арманĕ. Вăл нумай ĕмĕрсем хушши халăхсен пурнăçĕн уйрăлми пайĕ пулнă. Руçре çăнăх арманĕ пуянлăха палăртакан символ пулнă, нумай халăхсен вара вăл пулăхлăхпа çитĕнĕве палăртнă.
Çапла вара пĕлÿ пайĕ хыççăн мероприятие хутшăннисем творчество пайне куçрĕç. Вĕсем хăйсен аллисемпе 36 йывăç пайран тăракан хăйне евĕрлĕ «Çăнăх арманĕ» моделе пухса хатĕрлерĕç. Пухнă йывăç модель арçын ачасемпе хĕрачасем валли чаплă парне пулчĕ.
Çак мероприяти халăхсем хушшинчи туслăхпа ăнланулăха çирĕ-плетекен малашнехи тĕлпулусен старчĕ пулса тăчĕ.
Н. МАЛОВА,
районти тĕп библиотекăн пай заведующийĕ.
Март 2026 |
