Районти тĕп больницăра апрелĕн 7-мĕшĕнче Йывăр çын пулнă хĕрарăмсен Пĕтĕм тĕнчери кунне паллă турĕç.Тухтăрсем, социаллă ĕçченсем тата хăнасем ăна нумайлăха вĕсен асĕнче хăварма тăрăшрĕç.
Пулас ача амăшĕсене паллă кун ячĕпе Галина Вахмистрова гинеколог ăшшăн саламларĕ, çие юлнă хĕрарăмсен хăйсен сывлăхне час-часах тĕрĕслеттерни тата учета иртерех тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен аса илтерчĕ.
- Çемьере ача çурални - яланах савăнăçлă пулăм. Пулас пепкен сывлăхĕ мĕнле пуласси уйрăмах амăшĕн сывлăхĕнчен нумай килет, - палăртрĕ вăл.
Марина Александрова педиатр тин çуралнă ачана мĕнле чĕркемеллине кăтартса пачĕ, кăкăр ĕмĕртнин лайăх енĕсене аса илчĕ, мĕншĕн тесен кăкăр сĕчĕ пĕчĕк пепкешĕн чи пуян та витаминлă апат шутланать.
Раççейри Социаллă фондăн Куславкка муниципаллă округĕ- нчи Клиентсен службин ертÿçи Надежда Макарычева зала пухăннисене социаллă пулăшу, çăмăллăхсемпе тÿлевсем тата çемьесене пулăшмалли программăсем çинчен каласа пачĕ. Куславккари халăха пулăшу паракан комплекслă центр ертÿçи Елена Чапурина тин çуралнă пепкесем валли хăйсем патĕнче прокат пункчĕ пурри тата çавăн пекех пĕчĕк ачасене кĕске вăхăтлăха хăварма ятарлă ушкăн ĕçлени çинчен пĕлтерчĕ.
Çие юлнă хĕрарăмсен ячĕпе çав кун илемлĕ юрăсем те янăрарĕç, вĕсене шарсенчен тунă чечексем парнелерĕç. Ирина Филиппова депутат пулас ача амăшĕ-сене пурнăçри йывăрлăхсенчен сыхланма пулăшакан хатĕрсем ?оберегсем% пачĕ. «Чувашия-Мед» страхлакан компани сотрудникĕ Ирина Иванова пĕчĕк ача валли ятарлă полис илмелли çинчен каларĕ.
Централизациленĕ клуб системин коллективĕ тăрăшнипе çак мероприяти çÿллĕ шайра иртрĕ. Олег Малов йывăр çын пулнă хĕрарăмсене уяв ячĕпе саламласа илемлĕ юрăсем шăратрĕ, Екатерина Русина сывлăш шарĕсенчен капăр чечексем ăсталаса кăтартрĕ, Лилия Абрамычева вара мероприятие яланхи пекех çÿллĕ шайра ертсе пычĕ.
Районти тĕп больница коллективĕ уява йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн «Автофургон» ООО директорне Игорь Комарова ăшшăн тав тăвать.
Р. КОВАЛЕВА.
Апрель 2026 |
