Халăх туслăхĕ - çĕршыв тĕрекĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 10.04.2026, 15:35 Просмотров: 42

ZkITL5Zcd bHNEz4sGqsSqzmdJNXkVJjV7fXK4SyeCqroJfINQDSA QlyYNE30Su6kUAvV04MU VprMEJnl0KotY

Илемлĕ пултарулăх коллективĕсен кашни çулах иртекен отчетлă концерчĕсене кăçал Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкĕсене халалланă. Мероприятисем апрелĕн 30-мĕшĕччен пыраççĕ.

Раççей - нумай чĕлхеллĕ çĕршыв, ытти халăхсене сума сăвасси вара тăван чĕлхене, культурăна хакланинчен пуçланать. Чăваш Енре вĕсен йăли-йĕркисене хăйсенни пекех хисеплеççĕ. Иртнĕ эрнере Тĕрлемесри Культура çуртĕ- нче Куславкка округĕнче пурăнакан халăхсен авалтан пыракан туслăхĕпе пĕрлĕхне халалласа чаплă концерт пулчĕ. Туслăхпа пĕрлĕхе тĕпе хурса фойере куракансем валли «Асамлăх тĕнчинче» ятпа ятарласа декораципе приклад искусствин выставкине йĕркеленĕччĕ. Унта Кармăшпа Тĕрлемес тăрăхĕсенчи ялсенче пурăнакан талантлă алăстисен илемлĕ ĕçĕсене тăратнăччĕ. Вĕсемпе нумайăшĕ интересленсе паллашрĕ.

Отчетлă концерта курма пынисем тĕрлĕ халăхăн тумĕсемпе, кăмăла çĕклекен юррисемпе ташшисене курса савăнма пултарчĕç. Пирĕн тăрăхри ялсенчи юрă-ташă ăстисем чăннипех те мухтава тивĕçлĕ. Пĕччен юрлакансенчен Юрий Сидорова, Ясмина Ярухинăна, çавăн пекех Иннăпа Сергей Михайловсене, Татьянăпа Людмила Илларионовăсене, Тĕрлемесри Культура çурчĕн халăх хорне, «Ретро», «Вдохновение», «Карамельки», «Гармония» вокал ансамблĕсене асăнса хăвармалла. «Надежда» ташă коллективне çÿрекенсем те питĕ маттур. «Сказочные зарисовки» тата «Деревенские истории» ятлă театрпа çыхăннă коллективсем час-часах хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Ку хутĕнче те пирĕн артистсем хамăр тăрăхри тĕрлĕ халăхăн ывăл-хĕрĕ яланах пĕр-пĕринпе туслă пурăннине çирĕплетсе пама тăрăшрĕç. Сăмах май, асăннă мероприяти «Единая Россия» партин «Тăван çĕршывăн культури» проекчĕн шучĕпе иртрĕ.

Р. АБДУЛХАЕВА,

Тĕрлемесри Культура çурчĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники